Раҫҫейре паян - призывник кунӗ

Республикӑра салтака кайма ят тухнисене ӑсатма тытӑннӑ та ӗнтӗ. Ҫӗршывра тулли мар мобилизаци иртнипе кӗрхи призыв каярах пуҫланчӗ. Паянхи куна халалласа Чӑваш Енри 35 ҫамрӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чаҫсене ӑсатрӗҫ. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене ҫар ҫыннисем салтак тивӗҫне яваплӑ пурнӑҫлама пеххиллерӗҫ.
Пӗр ҫул вӗсен ҫар ӗҫӗпе, Устава пӑхӑнса пурӑнмалла пулӗ. Кунта тӗрлӗ район-хулари ҫамрӑк. Салтака кайма ят тухнисене ятарлӑ ҫи-пуҫпа тата ҫул ҫине тухма типӗ апатпа тивӗҫтернӗ. Кӑвак тумлӑ ушкӑн - Псковри ВДВ дивизине, симӗс формӑллисене Смоленскри чаҫе илсе каяҫҫӗ.
Пулас салтаксене ҫапла сумлӑ ӑсатасси тахҫанах пулман, ҫакӑ коронавирус чирӗ алхаснипе ҫыхӑннӑ. Канашра вырнаҫнӑ республика пункчӗ юрӑхсӑра тухнӑран темиҫе ҫул ҫамрӑксене Шупашкарта - унчченхи кадет шкулӗнче вырнаҫтарма тивет. Халӗ салтака каякансем ятарлӑ ҫар оперцине хутшӑнмаҫҫӗ, палӑртаҫҫӗ Раҫҫей хӳтӗлев министерствинче. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи тӗрлӗ ҫар чаҫӗсене саланӗҫ. Унта ҫулталӑк ҫар специальноҫне алла илеҫҫӗ. Республикӑри яш-кӗрӗм салтак ятне ямасть - хӑйсен тивӗҫне яваплӑ пурнӑҫлать, терӗҫ ветерансем.